Шырав: алă виттĕр тухмалла выляни - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(вм. выл’νиы), ludus quidam puerorum et puellarum, назв. игры. Ст. Чек. Ачасемпе хĕрсем алăран-алла тытăнса карта тăваççĕ. Ачасенчен икĕшĕ, ачасем нумай пулсан виçешĕ, кĕтӳçĕ пулаççĕ; икĕше е виçĕшĕ карта варрине кĕреççĕ те, алă айĕнчен картаран тухса кĕме майласа çӳреççĕ. Кĕтӳçисем вĕсене сыхласа çӳреççĕ. Карта ăшĕнчисем çта пыраççĕ, кĕтӳçисем те çавăнта çитеççĕ. Алă виттĕр тухса кĕрекенсем пурте карта тулашне тухсассăн кĕтӳçисем ĕлкĕрейсен тытаççĕ. Тытаймасан тухса кĕрекенĕсем вара хăйсен вырăнне тăраççĕ, тухса кĕме вĕсемпе çумлăн тăраканĕсем карта ашне тухса кĕме кĕреççĕ. Тухса кĕрекенсенчен пĕрне карта тулашĕнче, тухса кĕнĕ чух, тытсан тухса кĕрекенсем пурте кĕтӳçĕ пулаççĕ. Кĕтӳçисем карта варрине кĕрсе тухса кĕреççĕ. Тухса пурте кĕрсен çĕнĕ кĕтӳçсен вырăнне тăраççĕ, пурте тухса кĕреймесен каяллах кĕтӳçе тухаççĕ. Хĕр-ачасем ни кĕтӳçĕ, ни тухса кĕрекенсем пулмаççĕ. Арçын ачасем кăна выляççĕ, хĕр-ачисем çимĕк сăвви калаççĕ. Хăшĕ кĕтӳçĕре пит нуммай чупат. Мальчики и девочки схватываются за руки, образуя непрерывную цепь или круг. Двое из детей, — а если играющих много, то трое, — становятся пастухами, а двое или трое выходят на средину круга и стараются выйти из него и войти опять, прошмыгнув под соединенными руками играющих. Пастухи стерегут их, и, куда бы они ни сунулись, туда же подоспевают и пастухи. Когда все играющие, находящиеся на средине круга, выйдут из него наружу, то пастухи, если успеют, ловят их; а если не успеют, то на место их (т. е. тех которые выбегают из круга и опять вбегают в него) выходят их ближайшее соседи по цепи, а они сами становятся в цепь, на свои прежние места. Если пастухам удается схватить одного из выбежавших из круга, то последние все становятся пастухами, а пастухи занимают их место на средине круга и начинают в свою очередь выбегать из него и вбегать обратно. Когда таким образом все они сумеют выбежать из круга и вбежать в него, то становятся (в цепь) на место новых пастухов; если же все они этого сделать не успеют (и один из них будет пойман), то они опять превращаются в настухов. Девочки деятельного участия в игре не принимают, и все время стоят в цепи и поют семиковые песни. Иному приходится быть пастухом очень долго.

Çавăн пекех пăхăр:

алă вилли алă витĕр кăлар алă витĕр тух алă виттĕр кăлар « алă виттĕр тухмалла выляни » алă ил алă йăс алă йĕрки алă кукри алă май

алă виттĕр тухмалла выляни
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150